Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Аксури 20-мӗш Уява Сергеевка йышăнать

Аксу районӗнче çуллен иртекен Уявăн кăçал юбилей, 20-мӗш хут иртет. Ăна июлӗн 9-мӗшӗнче Сергеевка поселокӗ йышăнать. - Малтанласа район пуçлăхӗсем ялӗ пӗчӗк тесе Уява кунта ирттерме килӗшесшӗнех марччӗ, анчах ку халăхăн ирӗкӗ пулнине ăнлансан килӗшрӗç. Уява эпир ӗлӗкхи йăлапа ирттерме шутлатпăр, ан тив унта пӗтӗм халăх хутшăнса савăнтăр, - пӗлтерчӗ...

Аксу районӗнче çуллен иртекен Уявăн кăçал юбилей, 20-мӗш хут иртет. Ăна июлӗн 9-мӗшӗнче Сергеевка поселокӗ йышăнать.

- Малтанласа район пуçлăхӗсем ялӗ пӗчӗк тесе Уява кунта ирттерме килӗшесшӗнех марччӗ, анчах ку халăхăн ирӗкӗ пулнине ăнлансан килӗшрӗç. Уява эпир ӗлӗкхи йăлапа ирттерме шутлатпăр, ан тив унта пӗтӗм халăх хутшăнса савăнтăр, - пӗлтерчӗ Аксури Уявăн йӗркелӳ комитечӗн представителӗ Вера Юнусова. Кăçалхи уяв куракансене нумай çӗнӗлӗхпе тӗлӗнтерме хатӗрленет. Вӗсенчен пӗри Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, çапăçăва хутшăннисене халалласа лартнă палăка уçасси пулӗ. Пурне те килсе курма чӗнетпӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев