28-мӗшӗнче Хусанта çурма финал!
Хусан (Казань)

28-мӗшӗнче Хусанта çурма финал!

Конфедерацисен Кубокӗн Хусанти юлашки вăййи июлӗн 28-мӗшӗнче пулать. Çавăнпа аса илтеретпӗр, матча кӗме билетсăр (хут çинчи оригинал) пуçне тата Болельщиксен паспорчӗ (FAN ID ) кирлӗ. Ăна билет туянсанах хатӗрлемелле. FAN ID паспорта икӗ мелпе илме пулать. Пӗрремӗшӗнчен, fan-id сайтра заявка парса е хуласенчи Болельщиксен паспортне паракан центрсенче. Сайтри заявкăна пӗр...

Конфедерацисен Кубокӗн Хусанти юлашки вăййи июлӗн 28-мӗшӗнче пулать. Çавăнпа аса илтеретпӗр, матча кӗме билетсăр (хут çинчи оригинал) пуçне тата Болельщиксен паспорчӗ (FAN ID ) кирлӗ. Ăна билет туянсанах хатӗрлемелле. FAN ID паспорта икӗ мелпе илме пулать. Пӗрремӗшӗнчен, fan-id сайтра заявка парса е хуласенчи Болельщиксен паспортне паракан центрсенче. Сайтри заявкăна пӗр талăкра пăхса тухаççӗ. Центрта вара çур сехетрех хатӗрлеççӗ. Хусанта кун пек центрсем Бауман урамӗ, 44/8 çуртра тата Четаев урамӗнчи 10-мӗш çуртра вырнаçнă.

Стадион вăйă пуçланиччен виçӗ сехет маларах уçăлать. Болельщиксене вăхăтра çитмеллине аса илтеретпӗр. Хăвăрпа мӗнле япаласем илсе кӗме юраманнин тулли списокне welkome2018 ccылкăпа кӗрсе пăхмалла.


Нет комментариев