Хальхинче Анат Чакăра
(Ирина Трифонова).Иртнӗ эрне вӗçӗнче Çӗпрел районӗнче умлăн-хыçлăн Сабантуйпа Акатуй пулчӗç. Пире, паллах, иккӗмӗшӗ çывăхрах, хамăрăн йăла-йӗркесемпе çыхăннă-çке. Иртнӗ канмалли кун таврари ялсенчи чăвашсем Анат Чакă ял хутлăхне çул тытрӗç, кам машинапа, хăшӗ лашапа, çуран утакансем те пайтахчӗ.
Тăван районти уяв вăл тата та çывăхрах, ăçта ан пăх - палланă çынсем,...