Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗншӗн тепӗр опыт

Конфедерацисен Кубокӗн матчӗсем пӗр кăлтăксăр иртсе кайнинче тухтăрсен те тӳпи пысăк. Шăпах вӗсем çав кунсенче стадионсенче сывлăх сыхлав хуралӗнче тăчӗç. Конфедерацисен Кубокӗн мероприятийӗсене хутшăннă медицина ӗçченӗсене паян Хусанта чысларӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин ӗçтешӗсене тав тунă май, тӗнче шайӗнчи мероприятире ӗçлени тепӗр пысăк опыт...

Конфедерацисен Кубокӗн матчӗсем пӗр кăлтăксăр иртсе кайнинче тухтăрсен те тӳпи пысăк. Шăпах вӗсем çав кунсенче стадионсенче сывлăх сыхлав хуралӗнче тăчӗç. Конфедерацисен Кубокӗн мероприятийӗсене хутшăннă медицина ӗçченӗсене паян Хусанта чысларӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин ӗçтешӗсене тав тунă май, тӗнче шайӗнчи мероприятире ӗçлени тепӗр пысăк опыт пулнине палăртнă.

Çаплах церемоние FIFA 2017 Конфедерацисен Кубокӗн Хусанти тӗп тухтăрӗ Арслан Валиев та хутшăннă. Конфедерацисен Кубокӗн мероприятийӗсенче ӗçленӗ медицина ӗçченӗсемпе вӗсен ертӳçисене профессилле ăсталăх кăтартнăшăн Тав хучӗсемпе сертификатсем панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев