Эпир пӗрле, эпир пултаратпăр!
Уява уçиччен артистсем чăваш халăх йăлисене сăнарлакан, кăмăл-туйăма çунатлантаракан, чун-чӗрене мăнаçлантаракан юрă-ташă постановкине кăтартрӗç. Унта Шупашкарти «Çеçпӗл», «Çавал», «Янра юрă» ансамбльсем, Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗ тата Нурлатри ташă ăстисем хутшăнчӗç. Пуçлăхсем йăла тăрăх сăмах каларӗç, пухăннисене саламларӗç. Çапла Уява хутшăнакансене Тутарстан, Чăваш республикисен, Ульяновск облаçӗн ертӳçисен саламӗсене çитерчӗç, ӗçре çитӗнӳсем...