Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Юратупа туслăх чӗрере

Палăртса хăвармалла, кăçал ют регионсенчи фольклор ансамблӗсем Нурлата нумайăнах килмен, ют çӗршывсенчи чăвашсене те курма пулмарӗ. Çапах илемлӗ чăваш йăлине курса сăвăнас текенсем самаях пухăннăччӗ. Уява уçнă чухне те, интерактивлă вырăнсенче те халăх нумай кӗпӗрленсе тăчӗ, çынсем курасшăн, çамрăксем паллашасшăн чăваш культурипе. Çумăр пуласран куракансем валли те хӳтлӗхсем хатӗрлесе хунă,...

Палăртса хăвармалла, кăçал ют регионсенчи фольклор ансамблӗсем Нурлата нумайăнах килмен, ют çӗршывсенчи чăвашсене те курма пулмарӗ. Çапах илемлӗ чăваш йăлине курса сăвăнас текенсем самаях пухăннăччӗ. Уява уçнă чухне те, интерактивлă вырăнсенче те халăх нумай кӗпӗрленсе тăчӗ, çынсем курасшăн, çамрăксем паллашасшăн чăваш культурипе. Çумăр пуласран куракансем валли те хӳтлӗхсем хатӗрлесе хунă, вӗсем вăхăт-вăхăт вӗрекен çилрен сыхларӗç.
Юрă-ташă коллективӗсем Чăваш Республикинчен, Ульяновск, Самар облаçӗсенчен килнӗччӗ. Республикăри фольклор ансамблӗсем вара йышлăрах, нумайăшӗ ТР ЧНКА председателӗн Д.Самаренкинăн парнипе - наци кӗписемпе килнӗччӗ. Кашни хăйӗн юрри-ташшипе кӗтсе илчӗ тӗп «урампа» иртекен хăнасене.
Кăтартмалăх та нумай интересли пурччӗ нурлатсен. «Чăваш кил-çуртӗнче» ялти туй йăлине кăтартрӗç. Питӗ интереслӗ мыскара: 5 купăсçă ташă кӗввине каласа тăнă вăхăтра туй халăхӗ çаврăнса ташлать. Арçын ачасем тимӗр укçа пуçтараççӗ, пӗркенчӗк айӗнче качча тухасшăн «катемписем» (суя хӗрсем) лимон çисе лараççӗ. Чăлантан хӗре шыраса тупмалла. Арча çинче ларакан хӗр ача: «Пукане парăр!» - тесе кăшкăрать. Йăлт хатӗрленӗ, хапхаран çăвар карса пăхса тăракансем таранчченех.
Хăнасем çӗнӗ çынсене (çамрăк мăшăра) çăкăр та çырттарчӗç, кине сурпан та çыхтарчӗç, салма чусти те çăртарчӗç, «йӳçӗ» тесе те кăшкăрчӗç, вӗсен сывлăхӗшӗн курка та йăтрӗç, хӗве хупса хăварманни кăна. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗнче иртнӗ Уявра ку йăлана кăтартни питӗ вырăнлă пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев