Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Янратăр купăс сасси, кӗрлетӗр Уяв!

Чăвашла куравсем йӗркелекен хутлăхӗсем те ăмăртрӗç уявра, сăра вӗретекенсен те, ача ӳкерчӗкӗсен хаклавӗсем те пулчӗç, анчах купăсçăсен тупăшăвӗ чи вăрăм та хӗрӳ иртекен конкурсчӗ-тӗр. Жюри председателӗ А.И.Наумов композитор пӗлтернӗ тăрăх, 50 яхăн купăсçăн вăййине хаклама çăмăлах мар. Купăс каласа тӗлӗнтерекенсенчен пӗри Самар облаçӗнчи Шунтал районӗнчи Чатăрлă ялӗнчен килнӗ А.В.Мрясов пулчӗ....

Чăвашла куравсем йӗркелекен хутлăхӗсем те ăмăртрӗç уявра, сăра вӗретекенсен те, ача ӳкерчӗкӗсен хаклавӗсем те пулчӗç, анчах купăсçăсен тупăшăвӗ чи вăрăм та хӗрӳ иртекен конкурсчӗ-тӗр. Жюри председателӗ А.И.Наумов композитор пӗлтернӗ тăрăх, 50 яхăн купăсçăн вăййине хаклама çăмăлах мар. Купăс каласа тӗлӗнтерекенсенчен пӗри Самар облаçӗнчи Шунтал районӗнчи Чатăрлă ялӗнчен килнӗ А.В.Мрясов пулчӗ. Вăл хăй шутласа кăларнă кулăшла рок-поп композицине сцена çинче пӗрре кăна мар, куракансем ыйтнипе 5 (!) хутчен юрларӗ. Ăна пӗрремӗш вырăн пачӗç. Иккӗмӗш вырăна Челябинскран килнӗ А.Н.Тельцов тухрӗ. Такмакласа купăс каласа Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнчи А.И.Ефимов 3-мӗш вырăна тухрӗ.

Ытти çулсенче кăнтăрла иртсенех тӗрлӗ организацисем япалисене пуçтарма тытăнатчӗç. Кунхинче васкамарӗç, 3-4-ччен ӗçлерӗç, çынсем те хăвăрт саланмарӗç. Вӗсене кунта интереслӗ пулни çак мероприятин пӗлтерӗшне ӳссе тата чаплăрах пулнине çирӗплетрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев