Малтан – салтакран килнисене
Паян Анат Кама хулинче 30 тăлăх ачана Менделеев урамӗнчи çӗнӗ çуртра хваттерсем панă. Вӗсенчен çиччӗшӗ кăна анаткамăсем, ыттисем Елабугăпа Çырчаллинчен, Заинскпа Менделеевскран тата Теччӗрен килнисем, пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
Хальхи вăхăтра Тутарстанра 30 ытла социаллă программа ӗçлет. Вӗсенчен пӗр пайӗ шăпах пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă. Ку вăл çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтересси,...