Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Малтан – салтакран килнисене

Паян Анат Кама хулинче 30 тăлăх ачана Менделеев урамӗнчи çӗнӗ çуртра хваттерсем панă. Вӗсенчен çиччӗшӗ кăна анаткамăсем, ыттисем Елабугăпа Çырчаллинчен, Заинскпа Менделеевскран тата Теччӗрен килнисем, пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 30 ытла социаллă программа ӗçлет. Вӗсенчен пӗр пайӗ шăпах пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă. Ку вăл çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтересси,...

Паян Анат Кама хулинче 30 тăлăх ачана Менделеев урамӗнчи çӗнӗ çуртра хваттерсем панă. Вӗсенчен çиччӗшӗ кăна анаткамăсем, ыттисем Елабугăпа Çырчаллинчен, Заинскпа Менделеевскран тата Теччӗрен килнисем, пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Хальхи вăхăтра Тутарстанра 30 ытла социаллă программа ӗçлет. Вӗсенчен пӗр пайӗ шăпах пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă. Ку вăл çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтересси, социаллă ипотека, тăлăх ачасене, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, пиллӗк тата ытларах ачаллă çемьесене хваттерпе тивӗçтересси, тата ытти те.

Анат Кама ку программăсене питӗ хастар хутшăнать. 2008 çултанпа кунта 104 тăлăх ача хваттер илнӗ. 2017 çул пуçланнăранпа пурăнмалли çурт-йӗр программисемпе Госжилфонд 85 çурт, пурӗ 4134 хваттер, тунă. Вӗсенчен 6-шӗ (548 хваттер) Анат Камăра.

- Кăçал эпир çак программăпа Тутарстанри 305 тăлăха çӗнӗ хваттерпе савăнтаратпăр. Кун валли республика бюджетӗнчен - 302, çӗршыв бюджетӗнчен 43 миллионшар тенкӗ укçа уйăрнă. Паллах, хăйсен черетне кӗтекен кашни ачашăн тахçан кӗтнӗ савăнăç ку. Вӗсенчен 1246-шӗн паян тӳлевсӗр хваттер илме прави пур. Анчах та эпир чи малтан ятарлă вăтам, аслă шкулсене пӗтернисене, салтакран килнисене хваттерсемпе тивӗçтеретпӗр,- тенӗ ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Лариса Сулима.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев