Хусанта ку эрнере авиагонка!
Red Bull Air Raсe авиагонкăпа тӗнче чемпионачӗн Раççейри тапхăрӗ историре пӗрремӗш хут Хусанта иртет. Унăн вырăнӗ хальхинче Хусан варри - Казанка акваторийӗн çийӗ. Чемпионат ыран, июлӗн 21-мӗшӗнче, пуçланать. Авиагонка пӗтӗмпе виçӗ куна тăсăлать. Пӗрремӗш кунӗ пилотсен тренировка вӗçевӗ, иккӗмӗш кунӗ вӗçес ăсталăхӗн квалификацине палăртасси, вырсарникун вара гонкăн финалӗ пулать. Пилотсем...
Red Bull Air Raсe авиагонкăпа тӗнче чемпионачӗн Раççейри тапхăрӗ историре пӗрремӗш хут Хусанта иртет. Унăн вырăнӗ хальхинче Хусан варри - Казанка акваторийӗн çийӗ. Чемпионат ыран, июлӗн 21-мӗшӗнче, пуçланать. Авиагонка пӗтӗмпе виçӗ куна тăсăлать. Пӗрремӗш кунӗ пилотсен тренировка вӗçевӗ, иккӗмӗш кунӗ вӗçес ăсталăхӗн квалификацине палăртасси, вырсарникун вара гонкăн финалӗ пулать.
Пилотсем Хусана темиçе кун маларах çитрӗç, ӗнер вӗсем KazanRing автодрома тӗрӗслерӗç (шăпах çак автодром чемпионат вăхăтӗнче пилотсем валли аэродром пулать), икӗ самолетпа вертолет гонка иртекен акватори çийӗн вӗçсе пăхрӗç.
Экстремаллă спорта юратакансене пурне те килсе курма чӗнетпӗр. Июлӗн 22-23-мӗшӗсенче Çӗр ӗçченӗсен керменӗ умӗнче Red Bull Air Raсe парк ӗçлет. Унта тӗрлӗ курав, ăмăрту трансляцине йӗркелеççӗ. Куракансен тӗп зони - Кремль çумӗнчи Набережная урамӗ. Унта Кремль патӗнчи дамбăран, Батурин урамӗнчен тата «Казань» НКЦ енчен кӗме пулать.
Аса илтеретпӗр, гонка кунӗсенче Сибгат Хаким, Декабристсен урамӗнчен пуçласа Бичурин урамӗ таран çула вăхăтлăха хупаççӗ. Миллениум тата Кремль дамбисем çине çуран çӳрекенсене кӗртмеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев