Хăрушлăх 14 районта
Гидрометеорологипе тавралăх мониторингӗн управленийӗ июль уйăхӗ вӗçлениччен Тутарстанăн14 районӗнчи (Азнакай, Актаныш, Аксу, Элмет, Павлă, Пӗкӗлме, Заинск, Лениногорск, Çӗнӗ Шуçăм, Нурлат, Мензеле, Çарăмсан, Чистай, Ютаза) вăрмансенче 4-мӗш степеньлӗ пушар тухас хăрушлăх пысăккине пӗлтерет.
Çакă республикăн кăнтăр тата кăнтăр-хӗвеланăç районӗсенче çиллӗ, типӗ çанталăк тăнипе çыхăннă. Çавăнпа кунта июлӗн 25-мӗшӗнчен пушара хирӗç режим...