Вăрманта та инноваци
Вăрман хуçалăхӗн федераллă агентстви Тутарстанра, Алтай крайӗнче, Воронеж, Кострома, Ленинград облаçӗсенче селекципе вăрлăх центрӗсем тăвасшăн. Кун çинчен Раççей вăрман хуçалăхӗн Архангельск облаçӗнче иртнӗ ларăвӗнче каланă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
Çакăн пек центрсем тăвасси вăрман хуçалăхне инновацилле технологисем кӗртессипе çыхăннă. Урăхла каласан, ку вăл теплица условийӗсенче промышленность масштабӗпе вăрлăх тăвакан, тирпейлекен,...