Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăрманта та инноваци

Вăрман хуçалăхӗн федераллă агентстви Тутарстанра, Алтай крайӗнче, Воронеж, Кострома, Ленинград облаçӗсенче селекципе вăрлăх центрӗсем тăвасшăн. Кун çинчен Раççей вăрман хуçалăхӗн Архангельск облаçӗнче иртнӗ ларăвӗнче каланă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Çакăн пек центрсем тăвасси вăрман хуçалăхне инновацилле технологисем кӗртессипе çыхăннă. Урăхла каласан, ку вăл теплица условийӗсенче промышленность масштабӗпе вăрлăх тăвакан, тирпейлекен,...

Вăрман хуçалăхӗн федераллă агентстви Тутарстанра, Алтай крайӗнче, Воронеж, Кострома, Ленинград облаçӗсенче селекципе вăрлăх центрӗсем тăвасшăн. Кун çинчен Раççей вăрман хуçалăхӗн Архангельск облаçӗнче иртнӗ ларăвӗнче каланă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА.

Çакăн пек центрсем тăвасси вăрман хуçалăхне инновацилле технологисем кӗртессипе çыхăннă. Урăхла каласан, ку вăл теплица условийӗсенче промышленность масштабӗпе вăрлăх тăвакан, тирпейлекен, упракан тата хунавсене хупă тымар системипе (теплицăсенче кашнине уйрăмшар контейнера е миххе лартни) хăвăрт ӳстерекен çӳллӗ технологиллӗ производство комплексӗсем. Вăрман хуçалăхӗн федераллă агентствин ертӳçи Иван Валентик каланă тăрăх, Раççей регионӗсенче малашне шăпах хупă тымар системипе хунавсене ӳстересси çине тимлӗх уйăрӗç.

Аса илтеретпӗр, Тутарстанра Хусан, Çӳлту тата Арск районӗсенче 80 гектар лаптăка шыв-шура упракан вăрмансем лартма хатӗрленеççӗ. Вӗсем кӳлле е çырмана мӗн чухлӗ шыв килессине шайлаштарса тăнисӗр пуçне типесрен тата вараланасран сыхлӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев