Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кушака ӗçе чӗнеççӗ

Чулхулари девелопер компанийӗсенчен пӗри кушак аçине ӗçе илме хатӗрленет, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Вăл çӗнӗ хваттер хуçисем валли çӗнӗ услуга - авалхи йăлапа хваттере чи малтан кушак кӗртессине - шутласа тупнă. Çавăнпа застройщик кушак аçине штатах илесшӗн, паллах, ахаль мар. Ытти сотрудниксенни пекех унăн та ӗç укçи пулать. Хальлӗхе уйăхсерен...

Чулхулари девелопер компанийӗсенчен пӗри кушак аçине ӗçе илме хатӗрленет, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Вăл çӗнӗ хваттер хуçисем валли çӗнӗ услуга - авалхи йăлапа хваттере чи малтан кушак кӗртессине - шутласа тупнă.

Çавăнпа застройщик кушак аçине штатах илесшӗн, паллах, ахаль мар. Ытти сотрудниксенни пекех унăн та ӗç укçи пулать. Хальлӗхе уйăхсерен 20 пин тенкӗ тӳлеме шантарать. Чăн та, ăна чӗрӗ укçа е зоолавккан сертификачӗпе парӗç.

Çӗнӗ сотрудникăн тӗрӗслев вăхăчӗ пулмасть, пурăнмалли çӗнӗ çурт-йӗр комплексӗн пӗрремӗш çурчӗ хатӗр пулсанах унăн ӗçе пуçăнмалла. Хальлӗхе мăрмăрккан сентябрьпе октябрь уйăхӗсенче ӗçлемелле, малалла мӗнле пуласси вара каярах курăнать. Эксперимент халăха килӗшсен ăна, яланлăхах штата илме те пултарӗç. Хальлӗхе ваканси пушă, ку должноçа мăрмăрккан ăратне те, ӗç опычӗ пуррине те пăхмаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев