Чăваш-тăк, хӗрринче ан юл!
Тутарстанра çак кунсенче кăна вӗçленнӗ «Нечкэбил» çемье конкурсӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упире пурăнакан Куракинсен çемйи темиçе номинацире палăрчӗ, апат-çимӗç номинацийӗнче вара пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ. Саламлатпăр! Маттур!
Сургутра та çакнашкал çемье конкурсӗ «Семья Сургута- 2017» иртет иккен. Савăнса пӗлтеретпӗр, унта та чăвашсем хутшăнаççӗ, вӗсем - Якимовсем! Тăвансем, айтăр-ха йăхташсене пурте пӗрле...