Ӗç профессийӗ пирте сумра
2014-2020 çулсенче ӗç профессийӗсен сумне ӳстерес тӗллевпе Тутарстанра ятарлă программа ӗçлет. РФ Президенчӗн çулленхи чӗнӗвӗпе килӗшӳллӗн, ТР Ӗçпе ӗçлӗх министерстви халăха ӗç рынокӗнчи лару-тăрупа паллаштарса мӗнле ӗç профессийӗсемпе инженер специальноçӗсем кирлине хыпарласах тăрать. Паллах, çитӗнекен ăрăва пӗчӗкренех пулас профессие суйлама хăнăхтармалла. Юлашки виçӗ çулта республикăри хула-районсенчи ӗçпе тивӗçтерекен центрсем çамрăксемпе...
2014-2020 çулсенче ӗç профессийӗсен сумне ӳстерес тӗллевпе Тутарстанра ятарлă программа ӗçлет. РФ Президенчӗн çулленхи чӗнӗвӗпе килӗшӳллӗн, ТР Ӗçпе ӗçлӗх министерстви халăха ӗç рынокӗнчи лару-тăрупа паллаштарса мӗнле ӗç профессийӗсемпе инженер специальноçӗсем кирлине хыпарласах тăрать.
Паллах, çитӗнекен ăрăва пӗчӗкренех пулас профессие суйлама хăнăхтармалла. Юлашки виçӗ çулта республикăри хула-районсенчи ӗçпе тивӗçтерекен центрсем çамрăксемпе кун пирки 39 мероприяти ирттернӗ. Вӗсенче ӗç профессийӗсене тата инженер специальноçӗсене вӗрентнӗ. Çак ӗçе республикăн предприятийӗсем хастар хутшăннине уйрăмах палăртмалла. Калăпăр, Хусанти КМПО хулари 119-мӗш шкулпа тата 145-мӗш физикăпа математика лицейпе çыхăну тытать. Кунта завод аслă класс ачисем валли техника пултарулăхӗпе кружок йӗркеленӗ. Çапла майпа ачасене газодинамикăпа автоматизаци, механизаципе 3D моделированипе паллаштараççӗ.
Хусанти вертолет завочӗ КНИТУ-КАИпе пӗрле 8-мӗш гимназие пулăшать. Кунта физикăпа математикăна тарăн вӗрентекен «вертолет класӗ» йӗркеленӗ вӗсем.
Çакăн пек ятарлă хатӗрлев иртнӗ ачасене кайран аслă шкулсене, колледжсене кӗме çăмăлрах.
А.М. Горький ячӗллӗ завод вара професси ориентанцине ачасене садикранах хăнăхтарать. Ку завод икӗ ача сачӗпе икӗ шкула шефа илнӗ.
Паллах, теори хăй кăна нимӗне те тăмасть, çавна кура ачасене завод ӗçӗпе тӗплӗнрех паллаштарас тӗллевпе цехсене экскурсисене илсе каяççӗ, ветерансемпе тӗлпулусем йӗркелеççӗ.
РФ Президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн, 2020 çул тӗлне Раççейре 5-18 çулти ачасен 75 проценчӗ шкул тулашӗнчи кружоксемпе секцисене çӳремелле.
Программăпа килӗшӳллӗн, Туполев ячӗллӗ КНИТУ-КАИ çумӗнчи пултаруллă ачасен инженери лицейӗнче нумай пулмасть çамрăксен инновациллӗ пултарулăх центрӗ уçăлчӗ. Çакăн пекех центрсем пӗр вăхăтрах Элметпе Çырчаллинче те йӗркеленчӗç.
Аса илтеретпӗр, ӗç профессийӗн ăсталăхӗпе WorldSkills тӗнче чемпионачӗ Хусанта 2019 çулта августăн 18-23-мӗшӗсенче иртет. Январь уйăхӗнче республикăри 36 вӗрентӳ учрежденийӗнчен вӗренсе тухнă 1800 яш-кӗрӗм 6 профессипе аттестаци иртнӗ. Июль уйăхӗнче вара WorldSkills формачӗпе тӗрӗслеве Тутарстанри 61 вӗрентӳ заведенийӗнчи тата 3 пин çамрăк тӗрӗслев иртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев