Алăка уçнă та пӳрнине çухатнă
Ку инкек паян Çырчаллинче пулнă. « Шевроле Лачетти» машинăн 21-ти хуçи тăрук машинăн алăкне уçнă иккен. Чарăнсан кăна е пынă чухнех-ши, кăна « Татар-информ» ИА хыпарламасть. Çапла майпа водитель транспорт юхăмне самай чăрмав кӳнӗ-мӗн. Анчах та кун пекки ырăпа иртменни паллă, уçнă алăка та акă, юнашар пыракан « БМВ 5Х»...
Ку инкек паян Çырчаллинче пулнă. « Шевроле Лачетти» машинăн 21-ти хуçи тăрук машинăн алăкне уçнă иккен. Чарăнсан кăна е пынă чухнех-ши, кăна « Татар-информ» ИА хыпарламасть.
Çапла майпа водитель транспорт юхăмне самай чăрмав кӳнӗ-мӗн. Анчах та кун пекки ырăпа иртменни паллă, уçнă алăка та акă, юнашар пыракан « БМВ 5Х» машина çапса иртсе кайнă.
Инкекре «Шевроле» хуçи аллине хытă ыраттарнă-мӗн, БСМП тухтăрсен унăн сылтăм аллинчи шӗвӗр пӳрнине касмах тивнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев