Çул памарăн-тăк – тӳле
Ятарлă вырăнта çул урлă çуран тата велосипедпа каçакансене çул паман водительсем енӗпе яваплăха тата ӳстернӗ, ятарлă закон проектне Патшалăх Думи виççӗмӗш вулавра йышăннă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА РИА новости хыпарӗ çине таянса. Малашне кун пек водительсен административлă правăна пăснăшăн 1,5 пин тенкӗ штраф тӳленӗ пулсан, малашне 2,5 пин тенкӗ тӳлемелле...