Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ящурпа пӗр выльăх та чирлемен-ха

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк Султан Исхаковăн). Паянхи кун тӗлне республикăра пӗр выльăх та ящур чирӗпе чирлемен. Чире хирӗç мерăсем йышăнни кӳршӗллӗ Пушкăртстанран чир ан куçтăр тесе профилактика туни кăна, çапла пӗлтерчӗ ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн выльăх-чӗрлӗхӗн инфекци чирӗсен тата унпа кӗрешмелли мероприятисен уйрăмӗн ертӳçи Александр Козлов паян «...

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк Султан Исхаковăн). Паянхи кун тӗлне республикăра пӗр выльăх та ящур чирӗпе чирлемен. Чире хирӗç мерăсем йышăнни кӳршӗллӗ Пушкăртстанран чир ан куçтăр тесе профилактика туни кăна, çапла пӗлтерчӗ ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн выльăх-чӗрлӗхӗн инфекци чирӗсен тата унпа кӗрешмелли мероприятисен уйрăмӗн ертӳçи Александр Козлов паян « Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире.

Пушкăртстанпа кӳршӗллӗ районсенче харпăр хуçалăхсене килӗрен çӳресе тӗрӗслеççӗ, килти выльăха республикăна хăçан тата ăçтан туянса кӳнине çыраççӗ. Çак территорисенче талăкӗпех ӗçлекен 10 ветеринарипе полици пунктне йӗркеленӗ. Вӗсем Пушкăртстанра сӗт-çу, аш-какай продукцийӗ тата выльăх апачӗ кӳрекен мӗнпур машинăна тӗрӗслесе дезинфекцилеççӗ. Телее, Туймазă районӗнчен кӳрекен продукцире чир пурри пӗрре те палăрман-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев