Шупашкарта чăвашла кино кăтартаççӗ
Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ Шупашкарта кăçал ноябрӗн 13-17-мĕшĕсенче иртнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Кинофестивале «Çеçпĕл» кинотеатрта савăнăçлă лару-тăрура уçӗç.
Йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, фестивале пурӗ 17 фильм тăратнă. Вĕсенчен 7-шĕ - илемлĕ, 8-шĕ документлă, икĕ ĕç анимациллĕ фильмсем. Ӗçсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Унсăр пуçне «Чăваш киноӳнерне аталантарма пысăк вăй хунăшăн» уйрăм...