Чи вăйлă хӗрарăмсене курас тесен Шупашкара каймалла
Шупашкар хальхи вăхăтра тӗнче кубокне хатӗрленет. Декабрӗн 1-2-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пăр керменӗнче тӗнчери чи вăйлă хӗрарăмсем кавир çине тухаççӗ. Спорт кӗрешӗвӗпе Тӗнче кубокне Раççей, Япони, Китай, АПШ, Азербайджан, Монголи, Швеци тата Украина кӗрешӳçӗ-хӗрарăмсен командисем килеççӗ. Раççейӗн сборнăйӗн капитанӗ тӗнче чемпионачӗн призерӗ Ирина Ологонова ( Буряти) пулать.
Тӗнче чемпиончӗ хыççăнах тӗрлӗ çӗршыв...