Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чи вăйлă хӗрарăмсене курас тесен Шупашкара каймалла

Шупашкар хальхи вăхăтра тӗнче кубокне хатӗрленет. Декабрӗн 1-2-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пăр керменӗнче тӗнчери чи вăйлă хӗрарăмсем кавир çине тухаççӗ. Спорт кӗрешӗвӗпе Тӗнче кубокне Раççей, Япони, Китай, АПШ, Азербайджан, Монголи, Швеци тата Украина кӗрешӳçӗ-хӗрарăмсен командисем килеççӗ. Раççейӗн сборнăйӗн капитанӗ тӗнче чемпионачӗн призерӗ Ирина Ологонова ( Буряти) пулать. Тӗнче чемпиончӗ хыççăнах тӗрлӗ çӗршыв...

Шупашкар хальхи вăхăтра тӗнче кубокне хатӗрленет. Декабрӗн 1-2-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пăр керменӗнче тӗнчери чи вăйлă хӗрарăмсем кавир çине тухаççӗ. Спорт кӗрешӗвӗпе Тӗнче кубокне Раççей, Япони, Китай, АПШ, Азербайджан, Монголи, Швеци тата Украина кӗрешӳçӗ-хӗрарăмсен командисем килеççӗ. Раççейӗн сборнăйӗн капитанӗ тӗнче чемпионачӗн призерӗ Ирина Ологонова ( Буряти) пулать.

Тӗнче чемпиончӗ хыççăнах тӗрлӗ çӗршыв кӗрешӳçисем уçă ăмăртура Раççей кубокне çӗнсе илессишӗн тупăшаççӗ. Ку турнир вара декабрӗн 3-5-мӗшӗсенче пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев