Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тинех ачасем валли реабилитаци центрӗ пулать

Хусанта Республикăн ача-пăча клиника больниципе юнашар çитес икӗ çулта темиçе медицина центрӗ ӳссе ларӗ. ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра çакăн валли çӗр уйăрнине каланă. Медицина кластерне ачасем валли реабилитаци центрӗ (инвесторӗ Саудов Аравийӗ) кӗрӗ. Министр сăмахӗсем тăрăх, çакă хальхи вăхăтра питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен тухтăрсен...

Хусанта Республикăн ача-пăча клиника больниципе юнашар çитес икӗ çулта темиçе медицина центрӗ ӳссе ларӗ. ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра çакăн валли çӗр уйăрнине каланă.

Медицина кластерне ачасем валли реабилитаци центрӗ (инвесторӗ Саудов Аравийӗ) кӗрӗ. Министр сăмахӗсем тăрăх, çакă хальхи вăхăтра питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен тухтăрсен пулăшăвӗ вӗçӗмсӗр кирлӗ чирлӗ ачасем нумай пирӗн.

Тепӗр проект вăл - «Мать и дитя» нумай профильлӗ медицина центрӗ. Унтах ЭКО тумалли хальхи технологисем те пулӗç. Ку центр инвестицийӗ виçӗ миллиард ытла тенкӗ.

«Çитес вăхăтра ку территори активлă аталанӗ тесе шутлатăп. Мӗншӗн тесен кӗске вăхăтрах строительство ӗçӗсене пурнăçлас опыт та, кирлӗ тӗрев те пур пирӗн. Тӗслӗхрен, перинатальный центра 9 уйăхра туса лартнăччӗ», - тенӗ Адель Вафин. (А. Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев