Чăнах та тивӗçлӗ
(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»). Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Хусанта ача-пăчасен хосписне йӗркелекенне, Анжела Вавилова ячӗллӗ фондăн правлени председательне Владимир Вавилова патшалăх премине панине пӗлсен питӗ савăнтăм. Çак çын пысăк наградăна чăннипех тивӗçлӗ. Енчен те пиртен ытларахăшӗ кулленхи кун ӗçӗсемпе, харпăр хăйне мӗн кирлине тивӗçтерсе пурăнать, хутран-ситрен кăна йывăрлăха лекнисене...