Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăнах та тивӗçлӗ

(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»). Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Хусанта ача-пăчасен хосписне йӗркелекенне, Анжела Вавилова ячӗллӗ фондăн правлени председательне Владимир Вавилова патшалăх премине панине пӗлсен питӗ савăнтăм. Çак çын пысăк наградăна чăннипех тивӗçлӗ. Енчен те пиртен ытларахăшӗ кулленхи кун ӗçӗсемпе, харпăр хăйне мӗн кирлине тивӗçтерсе пурăнать, хутран-ситрен кăна йывăрлăха лекнисене...

(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»). Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Хусанта ача-пăчасен хосписне йӗркелекенне, Анжела Вавилова ячӗллӗ фондăн правлени председательне Владимир Вавилова патшалăх премине панине пӗлсен питӗ савăнтăм. Çак çын пысăк наградăна чăннипех тивӗçлӗ. Енчен те пиртен ытларахăшӗ кулленхи кун ӗçӗсемпе, харпăр хăйне мӗн кирлине тивӗçтерсе пурăнать, хутран-ситрен кăна йывăрлăха лекнисене пулăшать пулсан, Владимир Вавиловăн кашни кунӗ ыттисене пулăшассипе çыхăннă. Хăй пурнăçне вăл йывăр чирлӗ çынсене халалланă. «Шеллетӗн пулсан пулăшмалла, ырă сăмахпа та пулин, йывăр вăхăтра тӗрев парса. Шеллесе айккинчен пăхса тăратăн пулсан, хăвна шеллетӗн... Хоспис вăл - вилӗм çинчен мар, вăл пурнăç çинчен. Ман шутпа, çынна пурнăçăн юлашки çеккунчӗ таранчченех туллин пурăнма май туса пама, ыратнине телейпе пусарма тăрăшмалла», - тенӗччӗ Владимир Владимирович Хусанти хосписра тӗл пулсан. Хосписăн çӗнӗ çуртне тума ӗмӗт пурри пирки те каланăччӗ вăл ун чухне. Хальхи вăхăтра унăн строительстви пырать. Раççей Президенчӗ Владимир Вавиловăн ӗçне курни, паллах, савăнтарать. Патшалăх премине ăна ыркăмăллăх ӗçӗсенчи пысăк çитӗнӗвӗсемшӗн панă. Церемони Мускав Кремлӗнче иртнӗ. Сăмах май, премин калăпăшӗ 2,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ыркăмăллăх ӗçӗсен облаçӗнчи патшалăх премин лауреачӗн ятне ăна декабрӗн 11-мӗшӗнчех панă пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев