«Дакар-2018»: пӗрремӗш кун ăнăçлă иртнӗ
(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Ӗнер, январӗн 6-мӗшӗнче, Кăнтăр Америкăри Перура «Дакар-2018» ралли пуçланчӗ.
Ăмăртăвăн пӗрремӗш кунӗ çапларах иртнӗ. Чăтма çук шăрăх пулнине пăхмасăр, раллие хутшăнакансене питӗ вăрăм тата хăрушлăхсемсӗр мар çула ăсатма нумай çын пухăннă. Раççей «КАМАЗӗсене» уйрăмах тăвăллăн алă çупса саламланă Кăнтăр Америка çыннисем. Машинăсене пӗрмай айккинелле тайăлтаракан...