Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
РАЙОНСЕНЧЕ

ХРИСТОС ҪУРАЛНӐ ҪУТӐ КУНПА САЛАМЛАТПӐР!

(Майя Игнатьева.) Хаклӑ туссем! Сире Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр! Христос çуралнă кун - православи тĕнĕпе пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Ҫак кун эпир Вифлеемра пулса иртнӗ асамлӑ пулӑма - Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫуралнине - аса илсе уявлатпӑр. Ҫирӗм ытла ӗмӗр те иртнӗ унтанпа. Этемлӗх пурнӑҫӗнче нумай мӗн улшӑннӑ. Ҫӗнтерейми...

(Майя Игнатьева.)

Хаклӑ туссем! Сире Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Христос çуралнă кун - православи тĕнĕпе пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Ҫак кун эпир Вифлеемра пулса иртнӗ асамлӑ пулӑма - Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫуралнине - аса илсе уявлатпӑр. Ҫирӗм ытла ӗмӗр те иртнӗ унтанпа. Этемлӗх пурнӑҫӗнче нумай мӗн улшӑннӑ. Ҫӗнтерейми империсем манӑҫа тухнӑ, культурӑсем улшӑннӑ, этем наукӑпа техникӑра калама ҫук пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Ҫапах та Раштава халӑх ҫаплах тулли кӑмӑлпа уявлать.Ун умĕнхи каç чиркӳсенче çурçĕрчченех кĕлĕ пырать, килсенче уяв апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Ирхине вара уяв пуçланать, мĕншĕн тесен Турра ĕненекенсем çав вăхăтра кашнин чунĕ çĕнĕрен çуралать, тасалать, хăйĕн вилĕмсĕрлĕхне тупать тесе шанаççĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев