ИКӖ УЙӐХРА – 1575 МАРШРУТ
(Майя ИГНАТЬЕВА.)Тутарстанра январӗн 1-мӗшӗнчен сунар чӗрчунӗсен хӗллехи маршрут учечӗ пуҫланчӗ. Мероприяти ӗҫӗсем февралӗн 28-мӗшӗчченех пырӗҫ. Ку вӑхӑтра сунар валли уйӑрнӑ вырӑнсенче пурӑнакан тискер кайӑксен - хир качакисен, пӑшисен, хир сыснисен, ҫӳлевӗҫсен, кашкӑрсен, тилӗсен, корсаксен, сӑсарсен (куница), юссен (горностай), пакшасен, мулкачсен, пӑчӑрсен, ӑсансен, карӑксен (глухарь), хур чӑххисен - шутне шутлӗҫ. Ӑна...