Ăшаланă автан сăхмасăр...
Кайăк-кӗшӗк грипӗ Чăваш Енрен куçнине республикăра йышăнмаççӗ
Ӗнер Чăваш Ен вице-премьерӗ Сергей Аратмонов Шупашкар район депутачӗсен пухăвне хутшăннă. Унта районăн 2018 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнчи ӗçӗсене пăхса тухнă. Ытти ыйтусен шутӗнче тӗлпулура кайăк-кӗшӗк гриппне те сӳтсе явнă.
Кайăк-кӗшӗк грипӗ Чăваш Республикинчен Тутарстана тата Чулхула облаçне сарăлнине Чăваш Ен йышăнмасать. Артамонов сăмахӗсемпе, уйрăм предпринимательсем чăхăсене Ростов облаçӗнче илнӗ те Тутарстанра санкцилемен вырăнсенче сутма пуçланă. Унта çакланнă та. Чăваш Республикин ветеринарӗсем умӗнче чăх-чӗп продукцине сутас ӗçе хытăрах тимлеме хушнă правительстворан.
Çав вăхăтра тăванла республикăри 6 районра чирлӗ кайăксене тупса палăртнă. Патăрьел, Комсомольски, Çӗрпӳ, Елчӗк районӗсенчи карантина кӗртнӗ вырăнсенче килти кайăк-кӗшӗке хуçалăхсенчен илес, вӗсемшӗн укçа компенсацийӗ парас, витесене дезинфекцилес ӗçсем пыраççӗ.
Анчах нимӗн те тăваймăн. Кайăк-кӗшӗк грипне пула Тутарстанри 5 районра тӗл-тӗл карантин кӗртме тивнӗ. Камское Устьере, Апас районӗнчи Каратунпа Кӗçӗн Кокуз, Çӗпрел районӗнчи Шланга, Кайпăç районӗнчи Ульянково, Теччӗ районӗнчи Вожжи ялӗсенчи 21 хуçалăхри 900 кайăка ветеринарсем çунтарса янă. Анализсем ветеринари лабараторийӗнчен таврăнман пулсан та, хăш хуçалăхра чăхă е хур-кăвакал вилнӗ – килти ытти кайăк-кӗшӗке вутра çунтараççӗ. Хушу çапларах.
Нумай пулмасть Пăва районӗ те хушăнчӗ карантинлисем çумне. Кунта Вольный Стан, Камброд, Анат Наратбаш ялӗсенче кайăксен виллисене асăрханă.
Ветеринарсем çынсене асăрхаттараççӗ пулин те, хăрушлăх вăхăтӗнче хур-кăвакала усрас йӗркесене пурте пăхăнасшăнах мар. Карантин кӗртнӗ вырăнсенче килти кайăксем урамра, кӳлӗсенче ирӗккӗн çӳренине асăрхама пулать. Вырăссем каларăш, ăшаланă автан çыртмасăр... Хуçисене штраф памасăр чарăнмаççӗ ӗнтӗ урама кăларма пирӗн çынсем. Кăлармасан – картара шăв-шав кунӗпе.
(ЧР Ял-хуçалăх министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев