«Дакар-2018»: пӗрремӗш кун ăнăçлă иртнӗ
(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Ӗнер, январӗн 6-мӗшӗнче, Кăнтăр Америкăри Перура «Дакар-2018» ралли пуçланчӗ. Ăмăртăвăн пӗрремӗш кунӗ çапларах иртнӗ. Чăтма çук шăрăх пулнине пăхмасăр, раллие хутшăнакансене питӗ вăрăм тата хăрушлăхсемсӗр мар çула ăсатма нумай çын пухăннă. Раççей «КАМАЗӗсене» уйрăмах тăвăллăн алă çупса саламланă Кăнтăр Америка çыннисем. Машинăсене пӗрмай айккинелле тайăлтаракан...
(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Ӗнер, январӗн 6-мӗшӗнче, Кăнтăр Америкăри Перура «Дакар-2018» ралли пуçланчӗ.
Ăмăртăвăн пӗрремӗш кунӗ çапларах иртнӗ. Чăтма çук шăрăх пулнине пăхмасăр, раллие хутшăнакансене питӗ вăрăм тата хăрушлăхсемсӗр мар çула ăсатма нумай çын пухăннă. Раççей «КАМАЗӗсене» уйрăмах тăвăллăн алă çупса саламланă Кăнтăр Америка çыннисем. Машинăсене пӗрмай айккинелле тайăлтаракан хытă хăйăр опытлăраххисене лайăх кăтарту тума май панă пулсан, çӗннисене ку лару-тăру йывăрлăха кӗртсе ӳкернӗ. Хӗвел пуç тӳпинче çутатнăран хăйăр кӗрчӗсем, мӗлке ӳкменнипе, ура айӗнчи хăйăрпа пӗрлешсе кайнă пек курăннă, çавăнпа шăтăксемпе кӗртсен тарăнăшӗпе çӳллӗшне хăвăрт ăнкарса илме май килмен. Хăшӗ-пӗри çак тапхăртах машинисене ватма ӗлкӗрнӗ.
Пирӗн «КАМАЗ-мастер» спортсменӗсем опытлă. Кун пек чух вӗсем асăрхануллă пулма пӗлеççӗ. Пӗрремӗш тапхăрти результатсем çапларах: Эдуард Николаевăн экипажӗ 3-мӗш (+0 минут та 29 çеккунт), Антон Шибаловăн - 5-мӗш (+1 минут та 18 çеккунт), Дмитрий Сотниковăн - 7-мӗш (+1 минут та 48 çеккунт), Айрат Мардеевăн - 8-мӗш (+2 минут та 11 çеккунт).
Сăмах май, «Кăвак Армадăсăр» пуçне кăçалхи «Дакарта» Раççейрен çăмăл машинăсен чупăвне Сергейпе Иван Шихотаровсен экипажӗ, квадроциклистсенчен Сергей Карякин хутшăнать.
«Дакар-2018»: справка
• Маршрут тăршшӗ 8700 километр ытла, çав шутран 4154 километрӗ пысăк хăвăртлăх участокӗсем, пурӗ 14 тапхăр
• Старта 337 экипаж тухнă: 54 çӗршывран 105 джип, 42 грузовик, 190 мотоцикл тата квадроцикл
• 7 тапхăр хăйăр кӗрчӗсемлӗ участоксенче иртет
• 5 кун чупу тинӗс шайӗнчен 3000 метр çӳллӗшӗнче иртет
• Кăçалхи маршрутпа марафон тапхăрӗ пур: Ла-Паспа Туписа хушшине (7-мӗшпе 8-мӗш тапхăрсем) пур категорие хутшăнакансен те техника пулăшăвӗсӗр тухма тивет
• 40 çулхи историйӗнче ралли-рейда 29 çӗршыв йышăннă (Европăра 3, Кăнтăр Америкăра 5, Африкăра 21)
• 80 спортсмен кăçал раллие пуçласа хутшăнать
• Хутшăнакансен шучӗпе Франци пӗрремӗш вырăнта, Аргентина - иккӗмӗш, Голланди - виççӗмӗш.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев