Тутарстан Раççейри чи хăтлă регион
Универсиада, Шыв спорчӗ, футбол енӗпе Тӗнче чемпионачӗсем пек пысăк шайри спорт мероприятийӗсем иртни Тутарстана аталантаракан пысăк импульс пулчӗ. Вăл паян чăнах та сулмаклă утăмсемпе малалла утать. Нефтехими, машинăсем, самолетсем, карапсем тăвакан промышленность ăнăçлă ӗçлет. Совет самани арканнă хыççăн Раççейре ӳссе ларнă пӗрремӗш хула Иннополис та кунтах. Хальхи вăхăтра республикăра вун-вун...