Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗннисем «хура списокра»

«АПШ Финанс министерствин «кремль докладне» кӗнӗ ятпа саламлатăп»,- тенӗ шӳтлӗн ТР Президенчӗ Р. Минниханов «ТАИФ» УАОн генеральнăй директорне А.Шигабутдинова ӗнер ТР Правительство çуртӗнче «Татнефтехиминвест-холдинг» УАО директорӗсен канашӗ иртнӗ хыççăн. А. Шигабутдинов американецсем хăйне мӗншӗн çав тери «юратнине» ăнланса та юлман-мӗн. «Мӗн иккенне те пӗлместӗп, кун çинчен шухăшламан та, хальхи вăхăтра...

«АПШ Финанс министерствин «кремль докладне» кӗнӗ ятпа саламлатăп»,- тенӗ шӳтлӗн ТР Президенчӗ Р. Минниханов «ТАИФ» УАОн генеральнăй директорне А.Шигабутдинова ӗнер ТР Правительство çуртӗнче «Татнефтехиминвест-холдинг» УАО директорӗсен канашӗ иртнӗ хыççăн.

А. Шигабутдинов американецсем хăйне мӗншӗн çав тери «юратнине» ăнланса та юлман-мӗн. «Мӗн иккенне те пӗлместӗп, кун çинчен шухăшламан та, хальхи вăхăтра ыйтăва тишкеретпӗр, малтан хамăн ăнланмалла-ха, çавăнпа мӗн-тӗр калама йывăр»,- тенӗ гендиректор журналистсене кун пирки.

Аса илтеретпӗр, АПШ çак кунсенче «кремль доклачӗн» списокне РФ Правительство пайташӗсене, çав шутра РФ Премьер-министрне Д.Медведева та, министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисене, паллă предпринимательсене кӗртнӗ.

«Хура списока» кӗмешӗкӗн Тутарстанран А.Шигабутдиновсăр пуçне тата унăн пӗрремӗш çумӗ Рустем Сультеев, «Татнефть» ПАО ертӳçи Наиль Маганов, компанин акционерӗсем Радикпа Айрат Шаймиевсем те «тивӗçнӗ». АПШ финанс ведомстви çак списока кӗртнӗ çынсем енӗпе нимӗнле чарусем те пулмаççӗ тесе ӗнентерет, эппин мӗншӗн кирлӗ вӗсене ку список - ăнланмалла мар. (« Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев