Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче шахмат турнирӗ

(Геннадий Карсаков. Автор сăнӳкерчӗкӗ) Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел Культура çуртӗнче çак кунсенче шахматпа уçă турнир иртрӗ. Спорт мероприятине хальхинче Бауман ячӗллӗ хуçалăхăн комплекслă бригадирӗ, ТАССР Аслă Канашӗн депутачӗ пулнă Иван Андреева халалланăччӗ. Пӗрремӗш уçă турнира Çӗнӗ Йӗлмел тата Çӗнӗ Чукал ялӗсенчи шахматла выляма юратакан (ачасем те, аслисем те) 20 яхăн...

(Геннадий Карсаков. Автор сăнӳкерчӗкӗ) Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел Культура çуртӗнче çак кунсенче шахматпа уçă турнир иртрӗ. Спорт мероприятине хальхинче Бауман ячӗллӗ хуçалăхăн комплекслă бригадирӗ, ТАССР Аслă Канашӗн депутачӗ пулнă Иван Андреева халалланăччӗ.

Пӗрремӗш уçă турнира Çӗнӗ Йӗлмел тата Çӗнӗ Чукал ялӗсенчи шахматла выляма юратакан (ачасем те, аслисем те) 20 яхăн çын хутшăнчӗ. Турнира Иван Васильевичăн ывăлӗ Николай Андреев тата шкулта пӗрле вӗреннӗ юлташӗ Николай Мискин пенсионер уçрӗç. Вӗсем хисеплӗ ентешӗн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен кăштах каласа пачӗç. Кун хыççăн вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Наиль Шихрановпа шкул директорӗ Владимир Мискин пухăннисене пурне те саламласа ăмăртура ăнăçу сунчӗç.

Хутшăнакансем кам кампа выляссине, хăнăхнă йăлапа шăпа палăртрӗ. Пухнă баллсем тăрăх, ачасенчен: I вырăна - Нафис Гафуров, II - Илья Карсаков, III- Альфис Гафуров; аслисенчен: I - вырăна Рамис Гафуров, II- Николай Мискин, III - Данил Ефимов çӗнсе илчӗç.

Пӗрремӗш уçă турнира хастар хутшăннă шахматистсене пурне те спонсор парне тата Хисеп хучӗ парса чысларӗ. Çаплах вăл пӗрремӗш турнира йӗркелекенсене: ял хутлăхӗн пуçлăхне Наиль Шихранова, шкул директорне Владимир Мискина, шахмат конкурсӗн ертӳçине Геннадий Карсакова тав турӗ. Çӗнтерӳçӗсене район администраци пуçлăхӗн çумӗ Алексей Сарафанов тата ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Наиль Шихранов та саламларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев