Редактор Пушкăртстанри конференцире
Техника наукисен докторне, Чăваш Республикин Патшалăх премине икӗ хутчен тивӗçнӗ академика, чăваш халăхӗн паллă ывăлне В.В.Николаева халалланă Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ Пушкăртстан çӗрӗ çинче 3-мӗш хут иртрӗ. Февралӗн 20-мӗшӗнче делегатсем Авăркас районӗнчи Толбазăра пухăнчӗç. Пушкăртстан Республикинчи 12 районтан тата Хусан, Шупашкар, Тюмень, Ульяновск, Самара хулисенчен пурӗ 343 çын хутшăнчӗ...