Çырчаллинче чи нумай машина тата ача çуралать
Автоград вӗр-çӗнӗ машинăсем кăларнипе кăна мар, ача çуралассипе те мухтанма пултарать. Демографи лару-тăрăвӗн кăтартăвӗсемпе вăл акă ӗнтӗ иккӗмӗш çул республикăра малта. ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кунта халăх вилесси Раççейри тата Тутарстанри вăтам кăтартусенчен пӗчӗкрех. 2017 çулта 1000 çын пуçне - 8,4. Çаплах ачасем пӗчӗклех вилесси сисӗнмеллех чакнă...
Автоград вӗр-çӗнӗ машинăсем кăларнипе кăна мар, ача çуралассипе те мухтанма пултарать. Демографи лару-тăрăвӗн кăтартăвӗсемпе вăл акă ӗнтӗ иккӗмӗш çул республикăра малта.
ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кунта халăх вилесси Раççейри тата Тутарстанри вăтам кăтартусенчен пӗчӗкрех. 2017 çулта 1000 çын пуçне - 8,4. Çаплах ачасем пӗчӗклех вилесси сисӗнмеллех чакнă - 17 процент.
Кунти çынсен ӗмӗрӗ те вăрăмрах иккен, çырчаллисем вăтамран 74 çул пурăнаççӗ. Ку каллех Раççейри кăтартусенчен пысăкрах.
Сăлтавне Автоград влаçӗсем медицинăна лайăх тӗрев панипе çыхăнтараççӗ. Юлашки çулсенче кунта пӗтӗмпе аслисен - 8, ачасен 6 поликлиникине юсаса çӗнетнӗ. Çитес вăхăтра вара санитари авиацине аталантарма тата больничнăй хучӗн электронлă версине хута яма хатӗрленеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев