Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Вавилов: «Укçа уйăрманни вилӗм приговорне çырнипе тан»

(Ирина Трифонова). Анжела Вавилова ячӗллӗ фонд ертӳçипе, Хусанти хоспис директорӗпе Владимир Вавиловпа пӗрре мар тӗл пулса калаçнă. Унăн пӗтӗм пурнăçӗ йывăр чирлӗ çынсене пулăшу парассипе çыхăннă. Республикăри паллеативлă пулăшăва аталантарассишӗн вăл питӗ нумай ӗçлет. Нумай пулмасть Владимир Владимирович сайра тӗл пулакан чирсемпе аптракан ачасен ашшӗ-амăшӗсене çавра сӗтел ирттерме хоспис площадкине...

(Ирина Трифонова). Анжела Вавилова ячӗллӗ фонд ертӳçипе, Хусанти хоспис директорӗпе Владимир Вавиловпа пӗрре мар тӗл пулса калаçнă. Унăн пӗтӗм пурнăçӗ йывăр чирлӗ çынсене пулăшу парассипе çыхăннă. Республикăри паллеативлă пулăшăва аталантарассишӗн вăл питӗ нумай ӗçлет. Нумай пулмасть Владимир Владимирович сайра тӗл пулакан чирсемпе аптракан ачасен ашшӗ-амăшӗсене çавра сӗтел ирттерме хоспис площадкине пачӗ. Çавăнта унпа кăштах калаçса илме май пулчӗ.

  • Владимир Владимирович, çавра сӗтелӗн усси пулӗ-и? Нумай чухне власть органӗсен представителӗсем шантарнине ăсатса янă хыççăнах манаççӗ.

  • Паянхи пек мероприятисем çав тери кирлӗ. Пӗрле пуçтарăнса чирлӗ ачасене паракан пулăшăва лайăхлатасси, вӗсен пурнăç пахалăхне ӳстересси пирки калаçатпăр. Вăрттăнлăх мар, паян Сывлăх сыхлав министерстви сайра тӗл пулакан чирсенчен сипленме укçа уйăрмасть. Ашшӗ-амăшӗсен инкекпе пӗччене-пӗччен юлаççӗ. Сиплев вара çав тери хаклă. Çавăнпа Сывлăх сыхлав, Социаллă хӳтлӗх министерствисене те уçă калаçăва чӗнетпӗр. Ачасене сипленме укçа уйăрманни вилӗм приговорне çырнипе тан. Шел те, кун пекки час-час пула пуçларӗ. Кашни ача сывă пурнăçа тивӗçлӗ. Сайра тӗл пулакан чирсемпе пӗччен кӗрешме çук, кунта ведомствăсен хушшинчи шайра ӗçлемелле.

  • Унччен маларах çакăн пек утăмсем тунă-и, илтеççӗ-и сире çӳлте?

  • Темиçе те, ӗлӗк те, халӗ те, малашне те мӗнпур алăка шаккăпăр. Сăмахран, Ретта синдромӗпе организаци пӗтӗм тӗнчипе çыхăнса ӗçлет. Анăçра ку енӗпе нумай тунă, вӗсен медицини пирӗнне вуншар çула кая хăварса аталанать. Ятарлă специалистсем хатӗрлеççӗ. Пирӗн тухтăрсен пӗлӳ çитейменнипе час-час алă усăнать. Мӗншӗн тесен Раççей медицини сайра тӗл пулакан чирсемпе ӗçлеме тытăнать кăна-ха. Диагноза тӳрех лартайманнипе хаклă вăхăт сая каять.

  • Тӗлӗнсе каймалла... Сывлăхран хакли нимӗн те çук, ку чухне ăна тата та çивӗчрех туятăн. Миллионӗпе пӗлтерӗшлех те мар мероприятисем çине укçа тăкнă чух, чирлӗ атьсем патшалăх тимлӗхӗн айккинче юлаççӗ.

  • Пачах та уйăрмаççӗ теме çук. Параççӗ, анчах шел пулин те, чир укçа уйăрса париччен хăвăртрах аталанать. Квота çав тери пӗчӗк. Чирлӗ ачасем нумай çуралма пуçларӗç. Пирӗн пуç çине йăтăнса анакан инкексем юр купи пек ӳссеççӗ. Вӗсене йывăр пулсан та татса пама çул тупмаллах. Тепӗр проблема хамăр çӗршывра эмелсем шутласа кăларасси. Ăна ют çӗршывран кӳме пăрахмалла. Лаборатори тӗпчевӗсене аталантармалла. Ун чухне сиплев самай йӳнелме пултарать.

  • Владимир Владимирович, эсир ку проблема айккинче юлмассине пӗлетӗп. Хăвăр енчен те мӗн те пулин сӗнме шутлатăр пулӗ-ха?

  • Манпа кашни кун чирлӗ атьсен ашшӗ-амăшӗсем çыхăнăва тухаççӗ, тӗл пулаççӗ. Мӗнле-ха вӗсенчен пăрăнса иртетӗн? Пирӗн патра ытларах онкологипе чирлӗ ачасем реабилитаци иртеççӗ. Шутларăм та, сайра тӗл пулакан чирсемпе аптракансене те вырăн, кирлӗ условисем туса памалла пулӗ тетӗп. Çавăнпа хосписри аслисен уйрăмӗнче çакăн пек атьсем валли реабилитаци центрӗ йӗркелеме шухăш пур. Шел, хосписăн иккӗмӗш черетри строительстви кăмăл ыйтнă пек хăвăрт пурнăçланса пымасть. Çавăнпа хоспис специалисчӗсем чирлӗ ачасем патне килӗсене çӳреççӗ, вӗсем пирӗн 104-ăн паяна, кунта выртаканнисем 17-ӗн.

  • Раççей Президенчӗ паллеативлă пулăшăва патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтересси пирки каларӗ. Ăна илес тесен мӗн тумалла?

  • Çапла, Владимир Путин паллеативлă пулăшăва аталантарма федераллă бюджетран 4,3 миллиард тенкӗ уйăрасси пирки каларӗ. Пирӗн пата Президент администрацийӗнчен пӗрре килсе кайрӗç ӗнтӗ, виçӗ сехете тăсăлчӗ калаçу. Каярахпа хам та Мускава шăнкăравласа ертӳçӗ специалистсемпе калаçрăм. Ăнлантăмăр пек пӗр-пӗрне, малалла - шăп. Нумай пулмасть Патшалăх Думинче пултăм. Унта çак укçан хăш-тăр пайне анальгетиксен, тӗрлӗ спрейсен производствине яма йышăннă. Анчах мӗне кирлӗ вӗсем енчен те система çук, реабилитаци центрӗсем çителӗксӗр пулсан? Ак, фенилкетонури чирнех илер. Ку чухне çак аминокислоталлă смесь кирлӗ. Унсăрăн ачан деградаци пуçланать. Çавăнпа, ман шутпа, пирӗн тӗллевлӗ укçана ятарлă апат туянасси çине уйăрттарма тăрăшмалла, паллеативлă пулăшу паракан центрсене аталантарма. Çакна та каласа хăварас килет: Президент укçа уйăрма хушу парсанах Патшалăх Думинче çавра сӗтелсем, пухусем йӗркелеме пуçланă. Унта ытларах Мускаври обществăлла организацисем, регионсенчен никама та чӗнмен. 4,3 миллиард тенке, мӗскер, Мускавшăн кăна уйăраççӗ-им? Çавăнпа пирӗн халӗ пӗр çул, Ретта, Дюшен тата ытти синдромсемпе йӗркеленнӗ ашшӗ-амăшӗсен ассоциацийӗсен, обществăлла организацисен грантсем çырмалла. Паянхи резолюцие те Президент аппаратне ярса паратпăрах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев