Чăваш юрă искусствишӗн çӗнӗлӗх
(Ирина Трифонова. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Шупашкарта иртнӗ эрнекун, мартăн 23-мӗшӗнче, «Кӗмӗл сасă» тӗнчери чăваш эстрада юррисен вун тăххăрмӗш фестиваль-конкурсӗ Культурăпа искусствăсен институтӗнче ирхинех пуçланчӗ. Унта Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш республикисенчен, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск хулисенчен пурӗ 30 ытла конкурсант хутшăнчӗ.
Пирӗн республикăран хутшăнакансем йышлăччӗ, çавсен шутӗнче Вера Кожеманова (Хусан), Карина Туктамышева...