14 районта сирпӗтеççӗ
Çурхи шыв кайнă вăхăтра пăр капланнипе çывăхри ялсем шыв айне пулас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа хальхи вăхăтра шыв-шурсенчи пăра сирпӗтмешкӗн районсем заявкăсем панине пӗлтерет ТР МЧС пресс-служби. Пăр нумай капланакан вырăнсем Тутарстанра пурӗ - 63. Вӗсене сирпӗтме Хусанти аслă çар училищин специалисчӗсем пулăшӗç. Кӗперсемпе çулсене шыв илес-тăвас пулсан халăха пулăшу вырăнти...
Çурхи шыв кайнă вăхăтра пăр капланнипе çывăхри ялсем шыв айне пулас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа хальхи вăхăтра шыв-шурсенчи пăра сирпӗтмешкӗн районсем заявкăсем панине пӗлтерет ТР МЧС пресс-служби.
Пăр нумай капланакан вырăнсем Тутарстанра пурӗ - 63. Вӗсене сирпӗтме Хусанти аслă çар училищин специалисчӗсем пулăшӗç. Кӗперсемпе çулсене шыв илес-тăвас пулсан халăха пулăшу вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗсене йӗркелеме хушнă. Кунсăр пуçне çулсем çинчи хăрушă участоксене тӗрӗслес, шыв юхтаракан пăрăхсем тăкăласран тасатас ӗçсем те пуçăнӗç.
«Татмелиорацин» специалисчӗсемпе пӗрле пӗвесенчи, водохранилищӗсенчи ытлашши шыва тăксах тăрӗç.Çапла вара апрель уйăхӗн пуçламăшӗнче Тутарстанри 14 районти юханшыври пăра сирпӗтме тытăнӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев