Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Техника хатӗрлӗхӗ çанталăкран килмест

Республикăра çуракине тухакан техника апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗр пулмалла, юр ирӗлсе пӗтмесен те. Çапла пӗлтернӗ ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов çак кунсенче Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура. Ларăва видеоконференци формачӗпе ТР Премьерӗ Алексей Песошин ирттернӗ. Республикăра кăçалхи çуракине пӗтӗмпе 11 пин трактор, 6 пин сеялка, 5 пин ытла культиваторпа...

Республикăра çуракине тухакан техника апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗр пулмалла, юр ирӗлсе пӗтмесен те. Çапла пӗлтернӗ ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов çак кунсенче Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура. Ларăва видеоконференци формачӗпе ТР Премьерӗ Алексей Песошин ирттернӗ.

Республикăра кăçалхи çуракине пӗтӗмпе 11 пин трактор, 6 пин сеялка, 5 пин ытла культиваторпа 600 ытла ака комплексӗсем хутшăнмалла. Атня, Тури Услон, Елабуга, Ютаза районӗсенче мӗнпур техника çуракине хатӗр. Çаплах Актаныш, Заинск, Кукморпа Мамадыш районӗсенче те техникăна юсаса пӗтернӗпе пӗрех. Министр пӗлтернӗ тăрăх, çитес эрнерен зонăсенчи ларусем пуçланаççӗ, техникăна вара апрелӗн 9-13-мӗшӗсенче йышăнаççӗ. М.Ахметов çураки пуçланма вăхăт нумай юлманнине, ир ӗлкӗрекен культурăсене апрелӗн иккӗмӗш çурринчен акма пуçлассине каланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев