Юбилей 13-мӗшӗнченех тытăнать
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче апрелӗн 13-мӗшӗнчех уявлама пуçлаççӗ. Шупашкар делегацине ялти Культурăпа çутӗç комплексӗнче 11:00 сехетре кӗтсе илӗç. Йăла тăрăх, музейре экскурси, И.Я.Яковлев палăкӗ умӗнче митинг пулӗç.
Чăваш Республикинчи хăнасем А.Алкан, И.Максимов-Кошкинскин, Т.Петӗрккин, А.Казакован асăнӳ хăмисене те пуç тайӗç çак кун. Кăнна Кушкинчи мемориал комплексӗнче...