Чăваш тумӗн илемне вăхăт илеймест
Çарăмсан районӗнчи Акрель Культура çурчӗпе шкул ӗçченӗсен юлашки темиçе эрне ларса канма та вăхăчӗ пулман. Вӗсен çак вăхăтра авангард стилӗпе ӗçлекен дизайнер пулма тивнӗ. Вăтам тата аслă классенче вӗренекенсене «Бэз бергэ» республика фестиваль-конкурсӗн Çӗнӗ Шуçăмра иртнӗ зона тапхăрне хатӗрленӗ. Номинацие вара чи кăткăссине суйласа илнӗ - «Мода театрӗ». Çарăмсан чăвашӗсем...
Çарăмсан районӗнчи Акрель Культура çурчӗпе шкул ӗçченӗсен юлашки темиçе эрне ларса канма та вăхăчӗ пулман. Вӗсен çак вăхăтра авангард стилӗпе ӗçлекен дизайнер пулма тивнӗ. Вăтам тата аслă классенче вӗренекенсене «Бэз бергэ» республика фестиваль-конкурсӗн Çӗнӗ Шуçăмра иртнӗ зона тапхăрне хатӗрленӗ. Номинацие вара чи кăткăссине суйласа илнӗ - «Мода театрӗ».
Çарăмсан чăвашӗсем халăх тумӗн илемне çӗнӗлле кăтартма шутланă. «Тăван эрешсем. Аваллăхран пуçласа хальхи вăхăтчен» тесе ят панă вӗсем хăйсен коллекцине. Хатӗрленӳ ушкăнӗн (шкулти педагог-организатор Ирина Евдокимова, «Татнефть» компанийӗн пушар хăрушсăрлăхӗн инспекторӗ Галина Маркелова тата Акрель Культура çурчӗн директорӗ Лидия Квакова) фантазине чăнах та ăмсанмалли кăна юлать. Вӗсем çак ӗçе шкул ачисене кăна мар, ялти ал ăстисене (Галина Рыбаковăна, Вера Красновăна, Ирина Анисимовăна, Надежда Макаровăна тата ыттисене) явăçтарса чăн-чăн шедевр тунă. Кӗписене шутласа тупса çӗленӗ, пуçа тăхăнмаллисене те хăйсемех ăсталанă. Чăн та, интернет пулăшман мар-ха кунта, çапах та акрельсем хăйсенчен те нумай хушнă.
Акрель шкулӗн хӗрӗсем çак кунсенче Çӗнӗ Шуçăмра иртнӗ фестиваль-конкурсра коллекцие чăн-чăн модельсенчен кая мар кăтартнă. Хальлӗхе конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем паллă мар-ха, ачасем, çак ӗçе хутшăннă ял-йыш хумханса жюри йышăнăвне кӗтет. Мӗншӗн тесен акрельсем коллекцие Хусанта иртекен финалта та кăтартма ӗмӗтленеççӗ. (Л.Квакова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев