Черет сурăх-качакана та çитет-ши?
Выльăх ӗрчетекенсен пӗрре те канăç çук. Юлашки çулсенче ӗне, сысна, чăх чирӗсем алхасрӗç пулсан, кăçал черет сурăх-качакана та çитес хăрушлăх пур. Çак кунсенче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринари управленийӗн представителӗ А.Козлов кăçал Грузи çӗршывӗн территорийӗнчен сурăх-качака чирӗсен вирусӗ килме пултарассине пӗлтерчӗ.
Хальхи вăхăтра республикăра выльăх-чӗрлӗх инфекци чирӗсем...