Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстанра 4 пин çын диктант çырчӗ

Апрелӗн 14-мӗшӗнче вырăс чӗлхипе «Тотальный диктант» акци тӗнчипех иртрӗ. 68 çӗршыври 800 ытла хула хутшăнчӗ унта. Тутарстанра та 4 пин ытла çын хăйӗн чӗлхе пӗлӗвне тӗрӗслерӗ. Çак тӗллевпе муниципаллă районсенче - 26, Хусанта 23 площадка хатӗрленӗччӗ. Кăçалхи акци Тутарстансемшӗн тата пӗлтерӗшлӗрех, мӗншӗн тесен диктант тексчӗн авторӗ Хусанта çуралса ӳснӗ çыравçă...

Апрелӗн 14-мӗшӗнче вырăс чӗлхипе «Тотальный диктант» акци тӗнчипех иртрӗ. 68 çӗршыври 800 ытла хула хутшăнчӗ унта. Тутарстанра та 4 пин ытла çын хăйӗн чӗлхе пӗлӗвне тӗрӗслерӗ. Çак тӗллевпе муниципаллă районсенче - 26, Хусанта 23 площадка хатӗрленӗччӗ. Кăçалхи акци Тутарстансемшӗн тата пӗлтерӗшлӗрех, мӗншӗн тесен диктант тексчӗн авторӗ Хусанта çуралса ӳснӗ çыравçă Гузель Яхина пулчӗ. Пӗр темăпа çыхăннă пӗтӗмӗшле текста виçӗ пая - «Ир», «Кăнтăр» тата «Каç» - пайланăччӗ. Çак виçӗ калав та унăн Атăлçи нимӗçӗсене халалланă «Дети мои» романне кӗрӗç. Диктант валли суйласа илнӗ текстра автор словестность учителӗн пӗр кунне илсе кăтартать.

Диктант çырмалли пӗр площадка «Татмедиа» АОра иртрӗ. Хусанти тӗрлӗ ӳсӗмри 80 çын хутшăнчӗ. Текстăн «Каç» пайне «Избиратель Татарстана» журнал редакторӗ вуласа çыртарчӗ. Пухăннисем диктант пуçланас умӗн акци пуçаруçисен видеочӗнӗвне пăхрӗç. Вӗсем 4 çул каялла Новосибирск университетӗнче пӗр аудиторире пуçарнă диктант тӗнчипех сарăласса шутлама та пултарайманнине савăнса каларӗç. Тӗрӗслеве ăнăçлă иртме пурне те ăнăçу сунчӗç. Çаплах экранран Гузель Яхина та сăмах каларӗ. Вăл акци валли текст çырма ыйтсан çав тери савăннине, мӗншӗн тесен акци хăйне те çав тери килӗшнине пӗлтерчӗ. (А.Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев