Улăп паттăр е Пӳрнеске? Чăваш халапӗнче тӗп сăнар кам?
Чăваш Республикинчи Ача-пăча библиотеки хăйӗн сайтӗнче чăваш халапӗн тӗп сăнарне суйлама регионсем хушшинче интернет-сасăлав пуçарнă. Çак ӗçе регионсенчи мӗнпур чăваш шкулне, библиотекине, чăвашсене хутшăнма ыйтаççӗ.
Раççейре халăхсен халапӗсен сăнарӗсем ăçта çурални, пурăнни çинчен хăйне евӗрлӗ «Раççей халап картти» проект пуçарнă. Урăхла каласан регионсем хушшинчи культурăпа туризм картти вăл. Паянхи кун...