Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Улăп паттăр е Пӳрнеске? Чăваш халапӗнче тӗп сăнар кам?

Чăваш Республикинчи Ача-пăча библиотеки хăйӗн сайтӗнче чăваш халапӗн тӗп сăнарне суйлама регионсем хушшинче интернет-сасăлав пуçарнă. Çак ӗçе регионсенчи мӗнпур чăваш шкулне, библиотекине, чăвашсене хутшăнма ыйтаççӗ. Раççейре халăхсен халапӗсен сăнарӗсем ăçта çурални, пурăнни çинчен хăйне евӗрлӗ «Раççей халап картти» проект пуçарнă. Урăхла каласан регионсем хушшинчи культурăпа туризм картти вăл. Паянхи кун...

Чăваш Республикинчи Ача-пăча библиотеки хăйӗн сайтӗнче чăваш халапӗн тӗп сăнарне суйлама регионсем хушшинче интернет-сасăлав пуçарнă. Çак ӗçе регионсенчи мӗнпур чăваш шкулне, библиотекине, чăвашсене хутшăнма ыйтаççӗ.

Раççейре халăхсен халапӗсен сăнарӗсем ăçта çурални, пурăнни çинчен хăйне евӗрлӗ «Раççей халап картти» проект пуçарнă. Урăхла каласан регионсем хушшинчи культурăпа туризм картти вăл. Паянхи кун 30 ытла регион хăйӗн халап сăнарӗ патне хăнана чӗнет. Шел пулин те, çак списокра халӗ те чăвашсем çук.

Халăх сăмахлăхӗ пирӗн çав тери пуян-çке. Чӗрчунсем çинчен пӗчӗк халапсен те шухăшӗ, философийӗ тарăн. Нумай халапра тӗп сăнар ятсăррине кура пирӗн çирӗпленнӗ тӗп халап геройӗ çук. Анчах та асра юлмалли халап сăнарӗсем пур вӗт пирӗн. Калăпăр, Улăп паттăр, Юман паттăр, Улатăр, Асамат, Пукан, Этиканпа Утикан, Чике шурсухал, Чипер Пăлаки, Чипер Тайслу, Чемен паттăр, Хӗл мучи тата ыттисем те.

«Раççей халап картти» проект валли Чăваш Республикин тӗп халап сăнарне палăртас шутпа ЧР Ача-пăча библиотеки хăйӗн http://www.chuvrdub.ru/ сайтӗнче «Чăваш халапӗн сăнарӗ» онлайн-сасăлав пуçарнă. Унта Асамат, Качикруш паттăр, Кехермен кетил, Ламан, Пинеслу, Питахир, Пӳрнеске, Çӗр паттăрпа Юман паттăр, Ту паттăр, Туй Тупала, Улăп, Чемен, Этиканпа Утикан халап сăнарӗсенчен пӗрне суйламалла. Сайтра çак сăнарсемпе паллаштарнисӗр пуçне халапсене те вырнаçтарнă. Çапла халап сăнарӗпе тӗплӗнрех паллашма, унăн характерӗпе ӗçӗсене хаклама май пур.

Сасăлав сентябрӗн 1-мӗшӗчченех тăсăлать. Çапла чăваш халапӗн тӗп сăнарӗ Чăваш Республикин кăна мар, мӗнпур чăвашăн тепӗр бренчӗ пуласса шанаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев