Чистай тата Анат Кама Епархийӗн епископӗ Игнатий ыйтусем çине хуравлать
Ырă кун пултăр, Игнатий владыка!
Ман сирӗн пата икӗ ыйту пур. Ача пăрахни питӗ пысăк çылăх, шел, нумай хӗрарăм аборт тăвать. Калăр-ха, тархасшăн, мӗн тумалла çак çылăха каçарттарма? Тата ача пăрахнăшăн çылăхӗ амăшне кăна тивет-и е ашшӗн те явап тытмалла? Иккӗмӗш ыйту: çын вилсен асăнмалли кунсем пур. Çак йăлана тытса пыратпăр-ха, анчах 3, 9, 20, 40-мӗш кунӗсене мӗншӗн асăннине ăнлансах пӗтерейместӗп. Мӗн пулса иртет çын чунӗпе çак кунсенче?
Наталья.Аксу районӗ.