Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йывӑҫ лартса вилнисене асӑнасшӑн

Тутарстанра 33 216 вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑнать, вӗсенчен 1195-шӗ ҫапӑҫусене хутшӑннисем

  

"Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем" юхӑмӑн активисчӗсем Тутарстанра "Астӑвӑм сачӗ" акцие ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вилнисене асӑнса йывӑҫсем лартасси –ҫак акцин тӗп тӗллевӗ. Кун ҫинчен ТР ҫамрӑксен министрӗн ҫумӗ Анна Захматова "Ача спорчӗ" парти проекчӗн республикӑри общество канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
"Астӑвӑмпа Мухтав ҫулталӑкӗнче "Астӑвӑм сачӗ" акцие мӗн пур муниципалитетра ирттерме палӑртрӑмӑр. Ҫанталӑк май парсанах эпир йывӑҫсене парксемпе скверсенче лартма тытӑнатпӑр. Пирӗн акцие ҫамрӑксем хутшӑнасса кӗтетпӗр", – тесе пӗлтернӗ Захматова.
Ун сӑмахӗсемпе акцие Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Министр ҫумӗ пӗлтӗр" Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем"  Тутарстанри 1076 вӑрҫӑ ветеранне пулӑшу кӳнӗ.
Тутарстанра 33 216 вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑнать, вӗсенчен 1195-шӗ ҫапӑҫусене хутшӑннисем .

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев