Чистай тата Анат Кама Епархийӗн епископӗ Игнатий ыйтусем çине хуравлать
Ырă кун пултăр, Игнатий владыка! Ман сирӗн пата икӗ ыйту пур. Ача пăрахни питӗ пысăк çылăх, шел, нумай хӗрарăм аборт тăвать. Калăр-ха, тархасшăн, мӗн тумалла çак çылăха каçарттарма? Тата ача пăрахнăшăн çылăхӗ амăшне кăна тивет-и е ашшӗн те явап тытмалла? Иккӗмӗш ыйту: çын вилсен асăнмалли кунсем пур. Çак йăлана тытса пыратпăр-ха, анчах 3, 9, 20, 40-мӗш кунӗсене мӗншӗн асăннине ăнлансах пӗтерейместӗп. Мӗн пулса иртет çын чунӗпе çак кунсенче? Наталья.Аксу районӗ.
Виçӗ хутчен Турăпа тӗл пулать
Çын вилсен ăна асăнмалли йăлана пурте пăхăнса тытса пыраççӗ. Анчах сахалăшӗ чăн пӗлтерӗшне пӗлет. Çын вилсенех виçӗ кун хăйӗн Ангелӗпе пӗрле çӗр çинче çӳрет, пурăннă чух çитсе курма ӗмӗтленнӗ вырăнсене курса çӳрет. Америкăна кайма ӗмӗтленсе пурăннă-тăк, унта кайса килет, тинӗс хӗррине каяс тенӗ – унта çитет. Вилнӗ хыççăнах чуна, çӗр çинче мӗнле пурăннине кура, асап е савăнăç кӗтет. Икӗ кун чун ирӗклӗхпе савăнса çӳрет. Виççӗмӗш кун чун урăх облаçсене лекет, пӗрремӗш хут Турă умне тăрса пуç çапать. Енчен те унăн тăванӗсем чиркӗве асăнма апат-çимӗç кайса пачӗç, килӗнче тăванӗсене асăнма пуçтарчӗç пулсан унăн Турă хăйне каçарас шанчăк çуралать, çăмăллăх туять мăнтарăн. Мӗншӗн тесен уншăн кӗл тăваççӗ. Ангел ăна чун ӳтрен уйрăлнă чухнехи пек çăмăллăх тепӗр хут парать. Чӗрӗ çын чуншăн хурланса ӳкӗнме пултарать, вилни хăйшӗн ыйтаймасть. Акă мӗншӗн виççӗмӗш кун вилнӗ çынна асăнса уншăн кӗл тумалла. Виççӗмӗш кун пытарнипе çеç çыхăнман çак йăла. Паллах, чи малтан Иисус Христос чӗрӗлсе тăнипе пӗлтерӗшлӗ виççӗмӗш кун.
Кайран ултă кун чун тӳпере çветтуйсем пурăнакан вырăнсене, çăтмах илемне курса тӗлӗнсе çӳрет. Çӗр çинче пурăннă чух Турра манса кулленхи кун ырлăхӗсемшӗн ытларах тăрăшнишӗн кулянать тет. Тăххăрмӗш кунӗнче чун тепӗр хутчен Ангелсем пулăшнипе Турра пуç çапма хăпарать. Тăххăрмӗш кун чиркӳре кӗл туса асăнсан çылăхлă чуна пулăшу пулать. Çапла асăнса, кӗл туса эпир Турăран мӗскӗне каçарма ыйтатпăр.
Çакăн хыççăн Турă Ангелсене чуна тамăка, çӗр çинче хăрушă çылăхсем, çын вӗлерекенсем асапланакан вырăна леçме хушать. Темтӗр хăрушă тет унта, чун хăрать тет. Тӗрлӗ асаппа нушаланакансем хушшинче чун вăтăр кун тамăкра çӳрет. Чăвашсен 20 кунне те асăнас йăла пур. Ку 40 кунăн çурри, каллех ӗнтӗ чуна пулăшу кӳрес тӗллевпе ирттерекен асăну.
40-мӗш кун чун каллех Турă умне пуç çапма тата унăн судне илтме килет. Шăп çак кун унăн леш тӗнчери шăпи палăрать. Акă мӗншӗн 40-мӗш кун вилнӗ çынна асăнса уншăн çылăхӗсене каçарма тархасласа Турăран ыйтмалла, чиркӗве асăнма кайса памалла.
Çулталăкне асăнни – литурги циклӗн чи пысăк çаврăмне пӗлтерет. Православипе вилнӗ хыççăн çулталăк иртни – чуншăн ӗмӗрлӗх пурнăçшăн çуралнă кун пулса тăрать.
Кашни асăнмассерен чун Турă патне çывхарса пырать. Вилнӗ тăванăра пулăшас тетӗр пулсан кӗл тăвăр, чиркӗве çӳрӗр.
Турă пилӗ сирӗнпе пултăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев