Кукмор районӗнчи Асан-Елга ялӗнчи авалхи йывӑç мечӗтӗн реставрацийӗ малалла пырать

Регионти культура еткерӗн объекчӗ
Асан-Елга ялӗнчи мечӗте 1742 çулта туса лартнă. Вăл регион шайӗнчи культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Чăннипе ку мечӗт Тутарстанра кӑна мар, Раççейре те чи ватӑ йывӑç мечӗт. Анчах ăна çулӗсемпе аслă пулнипе çеç культура еткерӗн шутне кӗртнӗ тесе шутлакансем йăнăшаççӗ, Асан-Елгари мечӗтӗн архитектури хăйне евӗрлӗ пулнине манмалла мар:
- икӗ юпаллă верандăна икӗ енлӗ çивиттипе витнӗ, ытти мечӗтсенчен пач уйрăлса тăрать;
- пӳлӗмӗсене планлассипе те ыттисенчен уйрăлса тăрать: çуртăн çур пайӗнче кӗлӗ вулаççӗ, ыттине пысăках мар зал, вестибюль йышăнать;
- çурт тăрринчен – шăп варринчен – сакăр кӗтеслӗ, виçӗ хутлă минарет çӗкленет;
Регион шайӗнчи архитектура палăкне сыхласа хӑварассипе 2026 çулхи май уйӑхӗнчен реставраци ӗçӗсем пыраççӗ. Реставраторсем малтанах кашни пӗренене номерлесе йывӑç пурана тирпейлӗн сӳтсе Лайăш районӗнчи Сокуры ялӗнчи производство площадкине илсе кайнӑ. Сыхланса юлайнă пӗренесене протезласа, докомпановка мелӗпе çӗнетсе упраса хăварнă, çӗрсе юрăхсăра тухнисене çӗннисемпе улăштарнă.
Мечӗт яла таврăннă
Пӗр реставраторӗсем Сокурынче пӗренесене «çамрăклатнă» вăхăтра теприсем Асан-Елгара мечӗт никӗсне çирӗплетнӗ. Ку ӗçсене вӗçлесен мечӗтӗн пурине, архитектура элеменчӗсене хăйӗн вырăнне – Асан-Елгана– тавăрнă.
Виçӗмкун Асан-Елга ялӗнче ТР Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене сыхлас енӗпе ӗçлекен комитет председателӗ Иван Гущин, Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат Самигуллин, Кукмор районӗн пуçлăхӗ Сергей Димитриев, Кукмор мухтасибачӗн аксакалсен Канашӗн председателӗ Мунир хазрат Юсупов, Асан‑Елга ялӗнчи мечӗтӗн имам‑хатыйбӗ Шамиль хазрат Залялиев, реставраторсем мечӗтӗн юлашки кăшăлне – 19-мӗшне çӗклесе вырăнне лартнă çӗре хутшăннă.
Минарет лартса тăррине витсен мечӗте тăватă уйăх «кантарнă» (пӗренесене вырăнне ларса çирӗпленессе кӗтеççӗ) хыççăн инженерипе технологи ӗçӗсене пуçăнаççӗ, фасадсемпе интерьерсен реставрацийӗ тытăнать. Çитес çулла мăсăльмансен ăс-хакăл храмӗ хăйӗн виççӗр çула яхăн пыракан ӗçне малалла тăсӗ. Кун çинчен Иван Гущин пӗлтернӗ.
Патшалăх контракчӗпе реставраци ӗçӗсемшӗн 60 миллион тенкӗ укçа куçарнă. Иван Николаевич шучӗпе ку укçа-тенкӗн рестарацие вӗçлеме çитмелле. Анчах мечӗт таврашне тирпей-илем кӗртме çынсен ыркăмăллăхӗ çине шанма тивет-тӗр.
Сăнӳкерчӗк okn.tatarstan.ru, tatar-inform.ru.
Нет комментариев