Коронавирус: яла та çитет-ши?
Коронавирус районсене сарăлас хăрушлăх пысăк. Пӗрремӗш тӗслӗхсем те пур. Çапла вара статистикăн талăкри кăтартăвӗ çапларах: Хусанпа Çырчаллинче – 3, Пӗтреçпе Çӳлту районӗсенче – 2, Азнакай районӗнче – 1-ер. Covid-19 вируспа чирленисенчен 4-шӗ ютран килнисем, 7-шӗ чирленӗ çынсемпе хутшăннă хусансем.